Иван Христофоров Пĕррехинче çурхи лăпкă каç

Исполнитель: Иван Христофоров Длительность: 02:25 Размер: 3.34 МБ Качество: 192 kbit/sec Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!

Текст песни "Иван Христофоров — Пĕррехинче çурхи лăпкă каç"

Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине

Ан хуçăр-ха хурăн туратне
Куккук ăçта ларса авăтĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ

Виççĕллĕ явнă чĕн йĕвенне.
Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?

Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире

Похожие песни

Еще песни Иван Христофоров

0:00 0:00

Заголовок проигрывателя Подзаголовок проигрывателя

(режим воспроизведения)