Андрей Кузнецов Ҫуралнӑ кун

Исполнитель: Андрей Кузнецов Длительность: 03:25 Размер: 6.27 МБ Качество: 256 kbit/sec Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!

Текст песни "Андрей Кузнецов — Ҫуралнӑ кун"

Сӑвви Альбина Юратӑвӑн
Кӗвви Александр Быковскийӗн

Ҫуралнӑ кун

Ҫӑвать-и ҫумӑр чарӑнмасӑр,
Хӗвел сапать-и шевлине,
Шур юр вӗҫет-икулянмасӑр,
Тӑкать-и хурӑн ҫулҫине...
Ҫулталӑкри пӗр кун вӑл – санӑн,
Эс килнӗ ҫакӑ тӗнчене.
Сана савса юрлатӑпсавӑн,
Ман юррӑм пултӑрҫут парне!

Хушса юрламалли:
Сана чунтан эп саламлатӑп
Ҫуралнӑ кун, ай, ячӗпе!
Ҫак ҫӗр ҫинче телей сунатӑп,
Пин ҫул утпурнӑҫ ҫулӗпе!
Ҫак кун сана эп парнелетӗп
Чун юррине. Итле ӑна,
Юратупа эп эрешлетӗп
Сан чӗрӳне, упра хӑвна!

Аннӳ сана савса ӳстернӗ,
Ӑнлантарса кун-ҫул хакне.
Аҫу ӗҫ техӗмне вӗрентӗ,
Сыхла ялан ҫемье чысне.
Атте-анне халалӗ сумлӑ,
Ҫӗртус сан пултӑр юнашар,
Пӗл,пурнӑҫ - тинӗс, пин-пин хумлӑ,
Нихҫан ална усса ан лар!

Еще песни Андрей Кузнецов

0:00 0:00

Заголовок проигрывателя Подзаголовок проигрывателя

(режим воспроизведения)